
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи чӑваш чӗлхипме литературине вӗрентекенсем ӗнер Самар ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ. Унта вӗсем вӑл тӑрӑхри ӗстешӗсем чӑваш чӗлхине епле вӗрентнипе паллашма кайнӑ.
«Наука и образование: сохраняя прошлое, создаем будущее» (чӑв. Аслӑлӑх тата вӗренӳ: иртнине упраса, пуласлӑха йӗркелесе) Пӗтӗм Раҫҫейри семинара ҫӗрпӳсем унччен те хутшӑннӑ. Маларах вӗсем Пензӑра, Пушкӑртстанра, Тутарстанра пулнӑ. Ҫакӑн пирки халӑхсен туслӑхӗпе паллаштаракан «ВСЕ МЫ — РОССИЯ!» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ.
Вӗрентекенсем валли Самар хулинчи Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче «Горжусь чувашским языком» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе мухтанатӑп) ҫавра сӗтел иртнӗ.
Семинара Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата Самар хулинчи чӑвашсен наицпе культура автономийӗ ирттерме пулӑшнӑ.

Самара облаҫенчи Тольяттинче чӑваш чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. Ҫак майпа Тольятти ҫыннисем ҫеҫ мар, Жигулевск хулинче тата Ставрополь районӗнче пурӑнакансем те усӑ кураяҫҫӗ.
Вӑл тӑрӑхрисем валли йӗркелекен чӑваш чӗлхи урокне ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тепӗр хутчен йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ уйӑхӑн кашни иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш вырсарни кунӗнче, Тольяттинчи «Истоки» (чӑв. Ҫӑлкуҫсем) вулавӑшра 15 сехетре ӗҫлӗ. Вулавӑш хулари Горький урамӗнчи 42-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Занятие Владимир Левуков чӑваш ҫыравҫи, Раҫҫейри писательсен союзӗн пайташӗ Владимир Левуков ирттерет.
Владимир Левуков пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхин клубне ҫӳрекенсем чӑвашла тӗрӗс калаҫма вӗренӗҫ, тӑван халӑх историне шӗкӗлчӗҫ.

Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенче 236 пин те 912 ҫын вилнӗ. Халӑх шучӗ вӗсенчен пӗринче те естествӑлла майпа (ҫуралакансем вилекенсенчен ытларах пулнине кура) ӳсмен имӗш. Шел те, анчах вилекенсен шучӗ йышланнӑ.
Чулхула облаҫӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 10 738 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, Самар тата Сарту облаҫӗсенче — 7,2-7,7 пин ҫын, Пенза облаҫӗнче — 5 110 ҫын, Киров облаҫӗнче тата Пермь крайӗнче — 4-4,1 пин, Ӗрӗнпур тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче — 3,3-3,6 пин, Мордва тата Пушкӑртстан республикисенче — 2,5-2,6 пин, Удмурт тата Чӑваш республиксенче — 1,2-1,7 пин, Мари Элта — 928 ҫын, Тутарстанра — 101 ҫын.
Асӑннӑ цифрӑсене статистика органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ.
![]()
Шигун районӗнчи "Сенькино" ялӗ
Чӑваш ялӗсен вырӑсла ячӗсемсӗр пуҫне чӑвашла ятсем те пур. Чылай чухне чӑвашла тата вырӑсла ятсем пӗр пек мар. Тӗрлӗрен.
Ҫакӑ Чӑваш республикин тулашӗнче те ҫаплах.
Вырӑсла ятсене пурте пӗлеҫҫӗ. Чӑвашлисене — аплах мар. Хытӑрах та калама пулать: чӑвашла ятсен манӑҫа тухса пырас туртӑм та пур. Уйрӑмах — Чӑваш республикин тулашӗнче.
Апла ҫеҫ те мар-ха. Ҫавнашкал ятсене тупса палӑртса та пӗтереймен пулмалла. Ҫапла вара леш хайхи ятсем ӗмӗрлӗхех тӗнчерен ҫухалас хӑрушлӑх та пур.
Кунашкал кӑлтӑксене пӗтерес пулать. Урӑхла каласан, кашни чӑваш ялӗн ятне тупса палӑртмалла, пурнӑҫра усӑ курмалла.
![]()
Шигун районӗнчи "Сенькино" ялӗ. Тепӗр сӑн (Федисовсен ҫурчӗ)
Акӑ Самар облаҫӗнчи Шикун районӗнчи Подвалье ял тӑрӑхӗнчи "Сенькино" ялӗ.

Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре Николай Естафьев (1918-1986) поэт ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Николай Филиппович Евстафьев 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Йӗкер ялӗнче ҫуралнӑ. Похвистневӑри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. 1939 ҫулта Япони вӑрҫине хутшӑннӑ, 1945 ҫулта — Маньчжурие ирӗке кӑларма.
Н. Евстафьев чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ, куҫаруҫӑ евӗр те ӗҫленӗ. Вӑл К. Симоновӑн, Н. Хикметӑн, В. Маяковскин, С. Смирновӑн, С. Щипачевӑн, С. Антоновӑн, С. Михалковӑн, С. Грибачевӑн, О. Шестинскийӗн, болгари поэчӗн А. Тодоровӑн, украина поэчӗн С. Репьяхӑн хайлавӗсене чӑвашла, чылай чӑваш поэчӗпе прозаикӗн ӗҫне вырӑсла куҫарнӑ.
Хӑй вӑл литературӑпа критиӑа статйисем те ҫырнӑ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ
Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.
Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.
Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.
Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!
Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ
Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Сирире пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче персе аннӑ «АН-26» самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пытарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Владимир Вениаминович, аса илтерер, 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Малтан Суворов училищинче, кайран танк училищинче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.
Вилнӗ хыҫҫӑн офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ.

Сирире персе аннӑ АН-26 самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора паян пытарнӑ.
Владимир Вениаминович 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. 1979 ҫулта вӑл Суворов училищине кӗнӗ. Унтан танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. 2012 ҫулта вӑл Мускаври парадра 27-мӗш мотострелок бригади гвардеецӗсен колоннине ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Сирири командировкӑна генерал-майор 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ.

«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑвашсем — хитре халӑх» ушкӑнра чӑваш тӗрриллӗ хитре картиш сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗке ӑнлантарнинче «Сделал сам» (чӑв. Хам турӑм) тесе ҫырса хунӑ.
Сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтараканни — Валера Никитин. Каччӑпа ҫӗркаҫ эпир халӑх тетелӗ урлӑ ҫыхӑнтӑмӑр. Вӑл картиш хуҫи Самар облаҫӗнчи Кушкӑ районӗнчи Ермакьел ял тӑрӑхӗнчи Пысӑк Ярмакьел ялӗнче пурӑнать.
Хитре картише тӗнче тетелӗнче курнисем пӗринпе тепри тупӑшса тенӗ пек ырлаҫҫӗ. Пӗрисем шеп теҫҫӗ, теприсем хитре тесе хаклаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем лайӑх тӗслӗх тесе палӑртаҫҫӗ. Хавхалантарса тӗрлӗ смайл лартакансем те тупӑннӑ.
Мухтамалӑх чӑн та пур. Тимӗртен тытнӑ картише чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ, тӗп тӗсӗ — сарӑ.

«Волжская коммуна» (чӑв. Атӑл коммуни) хаҫат Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Каньӑкьел шкулӗ пирки статья кӑларнӑ. 11 класс таран вӗрентекен шкулта пурӗ 136 ача пӗлӳ пухать. Ку ялта ытларах енӗпе чӑвашсем пурӑннӑран ачасем факультатив шайӗнче чӑваш чӗлхине те вӗренеҫҫӗ.
Хаҫат журналисчӗсем шкулти музея ырланӑ. Вӑл пуян пулнипе тӗлӗннӗ — мамонт шӑлӗ те пур, ӗлӗкрех усӑ курнӑ савӑт-сапа тата ытти япала. Шкул ҫумӗнче «Асамат» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленнӗ, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ. Маттурскерсем облаҫре иртекен фестивальсенче те пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Материал авторӗ Светлана Решетихина пӗлтернӗ тӑрӑх ҫывӑх вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ушкӑнсем уҫма палӑртнӑ — ача пахчинче вырӑн сахал, ачисем вара нумай тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Каньӑкьел — Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнче вырнаҫнӑ чӑваш ялӗ. Вӑл Сургут шывӗ хӗрринче, район центрӗнчен 28 ҫухрӑмра ларать. Ку яла 1770 ҫулсенче Питтапаль ялӗнчи чӑвашсем никӗсленӗ. 2005 ҫулта кунта пурӗ 972 ҫын пурӑннӑ. Ялти шкул 1895 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ Каньӑкьелте ХХ ӗмӗрте те тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнни паллӑ.
